Паян ҫӗрле Шӑмӑршӑра пурӑнакансем темӗн кӗмсӗртетнӗ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Шыв башни ӳкнӗ-мӗн.
Паян республикӑра ҫил вӑйланнӑ. Башня шӑпах ӑна пула ӳкнӗ. Чӑннипе, башня кивелни пирки шӑмӑршӑсем ҫуллах калаҫнӑ. Вӑл трос ҫинче кӑна тытӑнса тӑнӑ, кӑштах ҫил тухсанах силленнӗ.
«Вӑт ҫапла пӗтӗм Шӑмӑршӑ йӑтӑнать», — тет башня ӳкнине видео тунӑ ҫын.
Аса илтерер: паян Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче ҫил пӗр ҫынсен теплицине йӑтса кӳршисем патне вӗҫтерсе кайнӑ.
80 ҫул иртсен мӑнукӗ район хаҫачӗ пулӑшнипе хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин вил тӑприне шыраса тупнӑ.
Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ ҫулсем пиртен аякран аякка кайса пыраҫҫӗ, ҫав ҫулсемпе пӗрлех Ҫӗнтерӗве ҫывӑхартассишӗн вилӗмрен хӑрамасӑр тӑшманпа ҫапӑҫнӑ паттӑрсем те манӑҫа тухас хӑрушлӑх пур.
Мӗн пӗлеҫҫӗ-ха фронтовиксен мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем 1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен? Питех те сахал. Шел те, юлашки 15-20 ҫул ҫӗр-шывра патриотизм теми шкул программисенче те паллӑ вырӑн йышӑнман, ҫамрӑксем вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен те питӗ сахал пӗлеҫҫӗ.
Вӑрҫӑ вара кашни ҫемьене хуйхӑпа асап кӳнӗ, кашни ҫемье тенӗ пекех фронтран кама та пулин кӗтсе илеймен.
«Таврӑнмарӑр...
Ах, таврӑнмарӑр.
Пурӑнса, юратса кураймарӑр», — ҫак йӗркесене ҫырнӑччӗ эпӗ темиҫе ҫул каялла вӑрҫӑра вилнӗ ентешсене асӑнса
Ҫапах та хӑйсен паттӑр та хӑюллӑ ҫывӑх ҫыннисене асра тытакан мӑнуксемпе вӗсен ачисем пурри фронтра пуҫ хунисен ячӗсем нихӑҫан та манӑҫмассине ӗненме май парать.
Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин юнпа пӗвеннӗ истори страницисенче Ленинграда паттӑррӑн хӳтӗлени уйрӑмах палӑрса тӑрать.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ял тӑрӑхӗнче такамсем хӑйӑра куҫ хывнӑ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Pro Шемурша» страницӑра паян пӗлтернӗ, сӑмаха ӗнентерме видео вырнаҫтарнӑ.
Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӑра такамсем паянхипе виҫҫӗмӗш кун турттараҫҫӗ. «Мӗн тӗллевпе тата кама валли — паллӑ мар», — пӗлтернӗ хыпарта.
Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ӑнсӑртран ҫуратма пуҫланӑ. Варти ачи 33 эрнере кӑна пулнӑ.
Вӑл пепкене килӗнче хӑех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм телефон патне тепӗр ҫур сехетрен кӑна тӑсӑлса ҫитнӗ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравласа хӑй ҫуратнине пӗлтернӗ.
Оперативлӑ уйрӑмӑн аслӑ тухтӑрӗ Надежда Артемьева ӑна фельдшерсем ҫитиччен телефонпа мӗн тумаллине каласа тӑнӑ, кӑвапине мӗнле касмаллине ӑнлантарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен амӑшӗпе ачине Шупашкара илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: ку хӗрарӑмӑн виҫҫӗмӗш ачи пулнӑ.
Регион управленийӗн центрӗ малашне чӑвашла ҫырнӑ ыйтусене те йышӑнӗ. Хуравне те чӑвашлах парӗҫ.
Мониторинг тӑвакан "Инцидент менеджмент" тытӑм ҫынсем халӑх тетелӗсенче хускатнӑ ҫивӗч ыйтусене асӑрхать. Халӗ ӑна ҫӗнетнӗ, вӑл чӑвашла сӑмахсене те ӑнланать.
Чӑвашла пӗлекен тытӑмпа пӗрремӗш Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫыннисем усӑ курнӑ. Шкулта юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн унта чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑ. Кайран вӑл вӗҫсе тухса кайнӑ. Ҫынсене йӑва шӑпи пӑшӑрхантарнӑ.
Чӑваш Енри аграрисем тӗрлӗ культура туса илеҫҫӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче хӗвелҫаврӑнӑш ӳстереҫҫӗ. Асӑннӑ культура 1810 гектар йышӑнать.
Паян З.З. Алямов хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче хӗвелҫаврӑнӑш вырма тытӑннӑ. Унччен ку культурӑна ятарласа типӗтнӗ (ял хуҫалӑхӗнче ун пек технологипе те усӑ кураҫҫӗ).
Алямов фермер хӗвелҫаврӑнӑша 200 гектар ҫинче акса ӳстернӗ, хальлӗхе 30 гектар ҫинчен ҫапса тӗшӗлесе илнӗ. Хирте икӗ комбайн ӗҫлет.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче врач амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Унта Тури Чаткас, Хӗрлӗ Васан, Максим Горький ялӗсенчи ҫынсем ҫӳрӗҫ.
Тӗрӗссипе, амбулаторие ҫуркунне вӗҫӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах вӑл юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫеҫ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулаторие 1,2 пин ҫын пулӑшу илме пырӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Ӳнер музейӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Фёдор Мадуровӑн куравӗ уҫӑлӗ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Федор Мадуров 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 1960-1965 ҫулсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӗҫӗсем паян Третьяков галерейинче, Вырӑс музейӗнче, Чӑваш ӳнер музейӗнче упранаҫҫӗ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьелӗнчи пайне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — полицин подполковникӗ Андрей Ларьков.
Асӑннӑ пай Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи йӗркелӗхе тытса тӑрассишӗн яваплӑ.
Андрей Ларьков 1978 ҫулта Улатӑр хулинче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ, 2 ывӑл ашшӗ. Юридици пӗлӗвне РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗн Шупашкарти филиалӗнче илнӗ. Чи малтанах вӑл Улатӑрти шалти ӗҫсен пайӗнче оперуполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ. Унтан картлашка хыҫҫӑн картлашка тӑрӑх хӑпарса пынӑ май 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьелӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.
Район историне тӗпченӗ май, пирӗн тӑрӑхри халӑха вулама-ҫырма вӗрентнӗ тӗн ҫыннисене те манса хӑварас килмест. Вӗсенчен пӗри пӗри — Алексей Иванович Баратынский (1824-1895).
Алексей Иванович малтан Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищин заведующийӗ пулнӑ, Хусанти тӗн семинарине пӗтернӗ. 1848 ҫулта ӑна Анат Чаткас чиркӗвне священник пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Чаткасра вӑл 1862 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Баратынскийсен кӗҫӗн ывӑлӗ Петр Алексеевич каярахпа Хусан университетӗнчен вӗренсе тухать. Паллӑ врач хирург, медицина наукисен докторӗ пулса тӑрать.
Алексей Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн директорне И.Я.Яковлева ҫывӑх пӗлнӗ. Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищӗре ӗҫленӗ чухне вӑл ҫамрӑк Яковлева турӑ саккунне вӗрентнӗ. Ҫак туслӑх малалла ҫирӗпленсех пынӑ.
И.Я.Яковлев 1895 ҫулта Синодӑн обер-прокурорӗ К.П.Победоносцев патне чи ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ: «1856 ҫултанпа эпӗ Алексей Ивановичпа чи ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, вӑл манӑн пурнӑҫра ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнчӗ...»
Малалла Иван Яковлевич хӑй тӑлӑх пулнине, ырӑ ҫынсем ӑна 1856 ҫулта А.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |